
Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси.
Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Енре пурӑнакансене Хӗл мучи патне мар, футболистсем патне ҫыру ҫырма сӗнеҫҫӗ. Анчах ҫырура парне ыйтмалла мар, хӑвӑрӑн пурнӑҫри футболпа ҫыхӑннӑ историе каласа памалла.
Акцие Раҫҫей почти пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл – Раҫҫейӗн футбол енӗпе пӗрлештернӗ командин официаллӑ партнерӗ. Ҫырӑва чи лайӑх ҫыракансене парне параҫҫӗ: футболистсен автографӗллӗ мечӗк. Чи маттуррисене вара кашни тунтикун, чӳкӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа, суйлӗҫ. Юлашкине кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Ҫырӑва ҫак адреспа ӑсатмалла: 115172, г. Москва, ул. Народная, д. 9. «Конкурс Почта сборной» тесе палӑртмалла. Е электронлӑ адреспа ямалла: pochtasbornoy@rfs.ru.

Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци пуҫланнӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем ӗмӗтленнӗ парнене тивӗҫеҫҫӗ. Ку акци кашни ҫулах пурнӑҫланать.
Ачасен ӗмӗчӗсем кӗҫех пурнӑҫланӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗнчен» пӗр хута илнӗ. Унта – Шупашкарти Рома Кожевниковӑн ӗмӗчӗ. Вӑл пультпа ҫӳретмае май пур чукун ҫул пирки ӗмӗтленет. Ӑна Олег Николаев пурнӑҫлатех.

Шупашкара раштавӑн 10-мӗшӗччен Ҫӗнӗ ҫул валли капӑрлатса пӗтермелле. «Горсвет» ку ӗҫе тума тытӑннӑ ӗнтӗ, тӗп урамсенче йывӑҫсене хитрелетеҫҫӗ, кӗперсем ҫинче ҫутӑ конструкцисем ӗҫленипе ӗҫлеменнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Тӗп чӑрӑша, Республика лапамӗнчине, раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вырнаҫтарӗҫ. «Овас» скверӗнче тата Кадет паркӗнче светодиодлӑ 16 «Сакура» йывӑҫӗ пулӗ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх, Вӑрнар ҫулӗ тата Гладков урамӗ патӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗсенче искуственнӑй чӑрӑш лартӗҫ.
Мускав проспектӗнче тата Студентсен скверӗнче йывӑҫсем те ҫуталӗҫ. «Мир Луксор» кинотеатр, Правительство ҫурчӗ, «Дорисс-парк» патӗнче, «Садовый» микрорайонта та искусственнӑй чӑрӑшсем пулӗҫ.

Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрнере 4 кун кантараҫҫӗ: 4,5,6 тата 7-мӗшӗсенче. Ку эрнере 5 кун ӗҫлекенсене пырса тивет.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Вӑрӑм кану кунӗсем ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ та. Юнкун, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Чӳкӗн 5-мӗшӗнче кӑрлач уйӑхӗшӗн канатпӑр. РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 1-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи каникул. Вӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лексен кану кунне урӑх куна куҫараҫҫӗ.
Кун хыҫҫӑн вӑрӑм каникул пире Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ кӗтет. Кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеместпӗр.

Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра шутра тӑракан ҫемьесенчи 22 ачана пульницӑна е социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ.
Канмалли кунсенче полиципе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем республикӑри шутра тӑракан 1890 ҫемьене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче – 3340. Тӗреслев вӑхӑтӗнче 71 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кусем – ашшӗ-амӑшӗ тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫламан тӗлӗшпе.
Канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ ача килтен е интернатран тухса тарнӑ, вӗсене шыраса тупнӑ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче Канашра тата Шупашкарта икӗ ачана 3 сехет шыранӑ. Вӗсем Пӑрачкаври шкул-интернатран тухса тарнӑ.

4 ҫулти Кира Ҫӗнӗ ҫулта пукане ҫуртне парнелессе кӗтнӗ. Унӑн ӗмӗтне ЧР строительство министрӗ Александр Героев пурнӑҫланӑ.
Ҫемьере 5 ача ӳсет – тӑватӑ арҫын ача тата пӗр хӗрача. Кира хӑйӗн ӗмӗтне «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» сайтра ҫырса пӗлтернӗ. Чӑрӑш ҫинчи теттене строительство министрӗ Александр Героев уҫнӑ – Кирӑна Ҫӗнӗ ҫулпа пукане ҫуртне парнеленӗ.
Министр ачан куҫӗ телейпе ҫиҫнине курса савӑннине пӗлтернӗ. «Ку чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫулхи тӗлӗнтермӗш», - тенӗ вӑл.
Палӑртмалла: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акципе килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ҫемьенчи тата йывӑрлӑха лекнӗ ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ.

Полицейски Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса службӑра вилнӗ ӗҫтешӗн ачи патне Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама килнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ Андрей Макаров 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче службӑра вилнӗ. Унӑн хӗрӗ ҫурма тӑлӑха юлнӑ. Валерия халӗ 3-мӗш класра вӗренет. Вӑл Хӗл Мучи килсен хаваспах сӑвӑ каласа кӑтартнӑ, шкулта лайӑх вӗреннине пӗлтернӗ.
Хӗл Мучи хӗрачана пылак ҫимӗҫ парнеленӗ. Валерия куншӑн питӗ савӑннӑ. Пакунлисем леш тӗнчене куҫнӑ ӗҫтешӗсене, вӗсен ҫемйисене манмаҫҫӗ.

Сурхури умӗн, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр троллейбуспа ярӑнма май килӗ. Унпа Хӗл Мучи тата Юрпике ҫула тухӗҫ.
Кивӗ ҫулта та, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, хула тӑрӑх тӳлевсӗр транспорт ҫӳренӗччӗ. Хӗл Мучипе Юрпикеллӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене килӗшнӗрен ырӑ пуҫарӑва пӑрахӑҫламан, акцие тепӗр хутчен ирттерме йышӑннӑ.
Юмахри сӑнарсем ыран 54-мӗш номерлӗ троллейбусра 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗҫ. Вӗсене сӑвӑ каласа кӑтартма, Юрпикепе Хӗл Мучи калакан тупмалли юмахсен тупсӑмне шырама май килӗ. Маттурсене пылак кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ятарлӑ троллейбусра укҫа тӳлеттермӗҫ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, эсир Шупашкарта троллейбуспа ярӑнакан Хӗл мучипе Юр пикене курнӑ-и? Ҫапла, ӗнер уяв хуҫисем ҫынсене савӑнтарма тухнӑ.
Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫӳренӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫулӗпе кайнӑ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике пулнӑ, вӗсем хула ҫыннисемпе хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.
Сӑмах май, ЗИУ-5 троллейбус хулара 54 ҫул каялла ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл – Шупашкарти пӗрремӗш троллейбус.
